кăшкăраш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
громко говорить, кричать (с кем). N. Кĕлет кутĕнче манăн карчăк темĕскер кăшкăраша пуçларĕ. Альш. Тытăнаççĕ хайхисем пĕр-пĕринпе кăшкăрашса калаçма (урапа çинче кăшкăрса калаçмасан, илтĕнмес). ЧС. Пĕри те: часрах насус кирлĕ! тепĕри те: пичĕкесем часрах кӳле-кӳле кустарăр! тесе, кăшкăрашса çӳреççĕ (на пожаре). СТИК. Ун кăшкăрашнинчен кам хăрат! Кăшкăрашни= бестолковый крик. Юрк. Кăшкăраш (о журавлях).