кĕлет - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кэ̆л'эт, к'э̆л'эт'), амбар, клеть. Изамб. Т. Каçпала тыррине сăвăрса, кĕлете кӳртеççĕ. Альш. Пӳртне кĕмес, тет, кĕлет умне ларат, тет. N. Унтан вара ерипе, авалхи çынсем йăлипе, кĕлетелле (молодых) хупсассăн, пĕр-ик эрне тăрсассăн... N. † Ай кĕлет те çӳл кĕлет, çи витмесĕр тăра юлчĕ. Вомбу-к. Кĕлет тесе, пӳрт майлă шулапласа, витсе тунине калаççĕ. Кĕлетре пурасем (пӳлмесем) пулаççĕ. Собр. † Çӳлĕ кĕлет умăнчен сиксе анса пулмарĕ. ТММ. Вилли виле çинче, кĕлетки кĕлет çинче. N. † Улт ураллă кĕлечĕ пур. Сред. Юм. Кĕлет ôм кăлараппăр= кĕлет ом тăваппăр (приделываем крыльцо к клети). Ib. Çĕн çол çĕрĕ хĕрсĕм çӳлтен аялалла кĕлет пĕренисĕне хăлаçлаççĕ те, кайран кашни пĕренине çӳлтен пуçласа: пӳлме, пĕрне, хôтаç, тесе, шотлаççĕ. Йолашки пĕренине: (пӳлме), тесе, пĕтерсен, пуян çĕре каять, тет; пĕрне, тесе, пĕтерсен, чôхрах çĕре каять, тет; хотаç, тесе, пĕтерсен, начар çĕре каять, тет. N. Сӳс кĕлет, мунчала çăра уççи. (Мишук). Тюрл. Кĕлет çăри — кĕлет алăкне питĕрекен çăра. Юрк. Ăçта тытрăр? — Кĕлете кĕнĕччĕ, кĕлетре тытрăмăр. Тюрл. Кĕлет питĕркĕçне шалтан питĕрмелле, е тултанах вăрттăн питĕрмелле тăваççĕ. Актай. Пĕр кĕлете пăсăп та, ниçтан та юсимăп. (Хăй чĕлни). Ала 89. Кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă толтарчĕ, тет. || Осьмиугольная верхняя часть сруба мельницы. См. потвал. Мочеи. Так и в Якейк.