кĕлĕ кĕтекен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
наблюдающий за мольбищем. N. Кĕлĕ кĕтекен; вăл çынна кĕлĕ хăй суйласа илнĕ, теççĕ. Вăл çын ăçта кĕлĕ пур çĕрте, çулталăкра пĕре, тасатать. Унта кайнă чухне юсмансем, юсмансем çине пыл хурса каять. Çав кĕлĕ кĕтекен çын тиç (так!) тирмен (так!) çын патĕнче яшка-çăкăр çимест, кĕл тунă куркана ĕçмест. Вилсен, çын çине выльăх пуссан, ăна та çимест. Кĕлĕ кĕтекен çынна тарçă теме юрать, мĕшĕн тесен вăл тарçă пек кĕлĕ вырăн(ĕ)сене тасатать. Вăл кĕлĕ тасатма çурхи шыв кайнă вăхăтра каять.