тĕл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150