тĕнче - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
мир, свет, вселенная. Баран. 243. Мĕн пур типĕ çĕре пилĕк пая уйăраççĕ. Вĕсене тĕнче пайĕсем теççĕ. Качал. Сан пакки хитри тĕнчипа та çук. Ск. и пред. чув. 83. Ӳсĕр кĕрӳ пуçĕнче тĕнче вăр-вăр çаврăнать. N. Тĕнче-çанталăк, çут çанталăк. N. Тĕнче= çут тĕнче. КВИ. Алă çемçе, тĕнчере унтан çемçи ним те çук. Мягка рука своя для всех, пышней ее на свете нет. А.-п. й. 18. Вăл икĕ ураллă этем, çакă вăрманăн хуçи, унтан асли, унтан вăйли тĕнчере урăх никам та çук,-тет упи. Ib. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? — тет. Вара тĕнче тăрăх ухмах шырама тухса каять. Ib. 67. Унтан старик аптранипе: тĕнчере ухмах татах нумай пуль тесе, килне таврăнчĕ, тет. ГФФ. † Эй, пирн йор! Пирн йор пекки тĕнчере те полас çок. Ах, песня наша! Такой песни нет во всем мире! N. † Вăрманта йăвăç пит нумай, юман йăвăç паллăрах. Тĕнчере влаç пит нумай, совет влаçĕ вăйлăрах. N. Советсен Хĕрлĕ çарне тĕнчипеле мухтаççĕ. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, хаяр аслати капланса килет. Кĕмсĕртет, кисрет, тĕнчене чĕтрет, патша тĕрмине аркатса тĕпрет. Ib. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Ib. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем... Ст. Чек. Тĕнчене евкелĕ пулчĕ: тĕнчене пĕлмелле пулчĕ= тĕнчене сарăлчĕ (мĕн çинчен те пусан). N. Тĕнче капла çаврăнать иккен. N. Тĕнчипах йăтăнсанчĕ, тийăн. БАБ. Пăсташ тасатакан хамăр патрах килсе кĕчĕ. Пĕркун тĕнче тăрăх (повсюду) икĕ эрне шыраса та тупаймарăмăр (такого человека). Никит. Тăта хăшĕ-хăшĕ тĕнче вĕçне çитрĕмĕр пуль тесе хăраса чĕтресе çеç лараççĕ (в засуху). Полтава 72. Тĕнче сасси мĕскĕне илтĕнмесĕр юлас çук. П. Пинер. Ухмаха тĕнче тикĕс. (Послов.). Коракыш. Пĕр тĕнче пĕтет, тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа каç). СТИК. Эх, тĕнче такки мунча сакки! Альш. Тен çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнче (расселились). Ib. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать: тĕнчисене тикĕс тивет-ши? Тайба-Т. Çак килте камсем пур, тĕнчене тухса çӳренĕ çынсем пур (бывалые люди). N. Топ сассипе тĕнче çĕмĕрлет. N. Тĕнче çĕмĕрĕлсе çеç тăрать. ГТТ. Тĕнчене урлă турттараççĕ. || Орау. Юр та ирĕле пуçларĕ, кураксем те килчĕç, тĕнче киле пуçларĕ ачăсене валли, ак кĕç çула пулать. || НИП. Питĕ хĕвел хытă хĕртнĕ чухне тĕнче выляса тăрат, теççĕ (е: вăрмансем выляса тăнă пек курăнат, теççĕ. || N. Тĕнчене куртăмăр. Всего испытали. || Альш. Тĕнче вăл хăмăшлăхсенче! Раздолье... || Изамб. Т. Епле, туйра тĕнче тапрăра? || Чудак. СТИК. Тĕнче! Эс кăна мар вĕт çын, ыттисен те ачисем саннĕ пекех салтака каяççĕ. Удивительное дело, чай не у одного тебя берут детей в солдаты. || Сред. Юм. Эй тĕнче порнатпăр-ха порнăçа. М. Васильев. Ак мăскара, ак тĕнче! ак тин телей тор парать. N. Тĕнче вĕт! || Общество. КВИ. Анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхйнать.