тĕпле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тĕпле

вставлять дно (в ведра, в кадки). Изамб. Т. Витре тĕплеççĕ. Сет-к. Витре тĕплемелли пор-и? || В перен. смыс. N. Унтан кĕчĕç пӳртелле пичке тĕпне тĕплеме. || Делать чищобу, корчевать. Изамб. Т. Вăрман тĕплеççĕ. О Японии. Вăрман тĕплесе, лачакасене, шурлăхсеке типĕтсе çĕр тăваççĕ. Календ. 1907. Ĕçлеме юрăхлă çĕр тупас тесен, çав вăрмана малтан тĕплес пулать. Хурамал. Тĕплес-вăрмана тымарри мĕнĕпех çаратса илес. Сред. Юм. Тĕп тĕплеме ломсăр, вăрăм авăрлă портăсăр ан та кай, порĕ пĕр тĕплейрес çôк. || Обшить (тесом). Орау. Кĕлет пуçне хăмапа тĕпленĕ. Чертаг. Пӳрт çамкине тĕпленĕ. || Расследовать (дело); допрашивать; исследовать. КС. Лайăх тĕпле. Хорошенько расследуй дело (напр., во время кражи). N. Комиссия çĕр нушине тĕплемелле пулнă. Хорачка. Тĕплесе ит, разузнать. N. Пурне те тĕплесе çырса илчĕç. N. Лайăхрах тĕплесе çыр. || Основательно. N. Чăваш историне тĕплесе çырас пулсан, авалхи кĕнекесене нумай вуласа тухас пулать. N. Пит тĕплесе çырнă. N. Малалла тĕплесе каласа парăпăр. N. Пит ăслă, ĕçе лайăх тĕплесе тăвакан çын. || Аккуратно. N. Симун кантуртан таса укçан- вăтăр тенкĕ илчĕ. Лайăх кăна тĕплесе чикет те чуптарать килелле. || Назв, игры в козны, когда козны ставятся поперек того направления, в котором бьют. См. мĕтеçле. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлат, пурне те тĕп тăваканни илет.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150