тĕпĕр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подраж. топанью ног, стуку шагов. В. Олг. Орине тĕпĕр, тĕпĕр, тĕпĕр тапкалат (салтак). Стучит ногою. Б. Олг. Парапан çапнă чох тĕпĕр-тĕпĕр-тĕпĕр, тĕп-тĕп-тĕп, тет. ЧП. Тĕпĕр-тĕпĕр кайрăмăр, тĕп вăрмана çитрĕмĕр. Мижули. Тата пăртак выртсассăн тепĕр хут тĕпĕр-тĕпĕр тесе карăç. ТХКА 49. Тĕпĕр-тĕпĕр тĕпĕртетсе пыраççĕ. Абыз. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланкашкана кĕрех каять. (Кăвар кăларни). N. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, нӳхреп сăрине пĕтерет. Яргуньк. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, хура лутра хĕр килет (едет со стуком, но без звона, плохо). Янтик. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пирĕн тетене вăй килет. Пазух. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, тухăр пăхăр кам килет. Лашм. † Тĕпĕр те тепĕр ут килет, тухăр та пăхăр кам килет. Шел. 60. Тĕпĕр-тĕпĕр ут ури пĕр-пĕринчен иртеççĕ. || Подр. легко рассыпающемуся предмету.