тĕпчĕк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тэ̆пц’э̆к), последыш. Городище. Тĕпчĕк – шăпа тытсан, тĕпе тухнине калаççĕ. К.-Кушки. Чăн тĕпчĕкне юлнă. Остался в поле последним (когда все ушли с работы). ТХКА II. Карчăкпа иксĕмĕрех, иккĕнех киле, тĕпчĕке юлтăмăр çав. СПВВ. ЕХ. Тĕпчĕк – пуринчен кĕçĕнни. СПВВ. ТМ. Тĕпчĕк= чăн кайран çуралнă ача. N. Юлашки, тĕпчĕк, кайран çуралнă ача. Якур манăн тĕпчĕкĕм. || Сред. Юм. Пĕр çыннăн виç-тăват ывăл полсан, кĕçнине, тĕпе юлаканнине – тĕпчĕк тесе калаççĕ. Ib. Тĕпчĕк тесе ик-виç ывăллă çыннăн кĕçĕн ывăлне калаççĕ.