трук - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сразу, одновременно, вдруг. N. Унăн труках нумай ылттăн илесси килнĕ. N. Çил трук чарăнчĕ. Ветер прекратился сразу. Слакбаш. Труках икĕ каклиш кăтартрĕ. Чув. прим. о пог. 302. Хĕл трук пулсан, Атăл та трук ларсан, тырă пулать, çул лайăх килет. Если зима наступит сразу, и Волга сразу встанет, хлеб уродится, год будет хороший. Чем люди живы. Ăçтан тухаççĕ сăмахĕсем, икшер-виçшер сăмахăн трук калать. Якейк. Ача макăрч-макăрч те, трук чарăнчĕ (вдруг перестал плакать). СТИК. Атьăр вырар-и ĕнтĕ? — Труках ăста вырас тен-ха, кăш типтĕр. Синьял. Тимĕр туя пур тесе, труках сĕре ан çапăр. N. Палланă çын труках çавăнта пулмасан, епле тăвăн вара? – тетĕп. N. Ку юрра эпĕ 1884-мĕш çулта Йăлăмкассинче пĕр 15—20 ача трук (пĕрле) юрланине илтнĕ. || Неожиданно. ЧС. Трук çиçĕм ялтăр туса çиçрĕ. || Время. N. Тăват хут (письма) пĕр трукра илтĕм. Якейк. Вăсам порте пирĕн пата пĕр трук похăнчĕç (все в одно время).