чей - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
чай (напиток). Н. Седяк. Чей çияла хăпарсан, хăна килет. Альш. Чей тухрĕ (заварился); чей сарăлчĕ (разварился); чей ларт = сăмавар ларт. Байгул. Сăмавар, чей пĕçерме лартсан, кĕрлесен, çанталăк пăсăлать, Чăв. й. пур. 11. Ку Михели вăрттăн сутнă тырă укçипе çынсем патĕнче чейсем ĕçнĕ, ашсем пĕçерттерсе çисе пурăннă. Альш. Чей кутне лараççĕ кĕрсе (пить чай). Шăна чир. сар. 4. Эпир кунта, чей кутĕнче ытлашши те вăхăт иртертĕмĕр пулас. Прокопьев. Сăмавар таврашĕнче вуникĕ парă чашкă çине чей тултарса хунă. К.-Кушки. Чей ĕçес пулсан, эпир ялан трахтире каятпăр. Собр. Атăл варринче авăн çунать. (Чей вĕретни). ЧП. Чей сып. || Кипяток. Орау. Хамăн та çималли çук, санăн та чее (воду) чейсĕр ĕçес пулать. || Самовар. Аксу. Чей вĕресе тухиччен (самовар) хырăма япатмашкăн уйран кӳртсе лартăрĕç.