чике - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

чике

(ч’иг’э), локоть, мера длины (от локтя до конца среднего пальца). Изамб. Т. Чике тесе чавса тăрăшшĕне калаççĕ. N. Ик чике = хур. N. Чике тăршшĕ кайман, чĕлхи чĕп-чĕрĕ. Не вырос и на локоть, а язык – как бритва. Ск. и пред. чув. 113. Чике тарăшшĕ ларттарать. N. Вăл (т. е. Кукша) пĕр чике тăршшĕ старикпа чике тăршшĕ карчăк патне хĕр патне кĕнĕ (сватать девушку). N. Пĕр чикĕ тăрăшшĕ, на один локоть. Яжутк. Мăн çул хĕрĕнчи кăпчанки пĕр чикерен вăрăм мар. Çакă ялăн хĕрĕсем пушă авринчен вăрăм мар. Ала 80. Çав старикĕн тăрăшшĕ пĕр чике, тет, сухалĕ пĕр хур, тет. Панклеи. Чике тăршшĕ стариксам, старики ростом с локоть, карлики. Абаш. Пĕчĕк çынна чике теççĕ, низкорослого человека называют чике. Ала 65. Лашман ялин арăмĕсем те пĕр чике пиршĕн кускалаççĕ. Чертаг., Чутеево. Н. Седяк. Чике — чавсапа виçни. В. Олг. Чике — половина хор’а. Изамб. Т. Çав икĕ чике тăрăшшĕ пĕр хур пулат. Тим. Ах евчĕçăм, евчĕçăм, ултă чике сураншăн утмăл улттă хутларăн.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150