чипер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150