чират - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
черед, очередь. ППГ. Çăмарта кушилне ачасем хăйсем пĕр килрен тепĕр киле çитиччен чиратпа та пулин çĕклесе çӳреççĕ. ТХКА 16. Кам малтан çитнĕ, пĕр-пĕрин хыççăн шыв ăсма чирата тăрас пулать. Шыв ăсма чиратлă тăмасан, шампа çытăр матки чирата пăхмасăр, чăрсăрланса, çынтан малтан шыв ăсса каять. N. Хайхи старик аптраса ачасене каланă: ачамсем, потийĕр, çав тулла чиратпа (поочередно) кайса сыхласа тытăр, тенĕ.