чӳк уйăхĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. месяца, одиннадцатый месяц, ноябрь, см. уйăх. Ст. Чек. Чӳк уйăхĕ, ноябрь, уйăх пуçĕнче чӳк тунă. Ib. Чӳк уйăхĕ. Малтан килĕшпе, унтан вара выльăхшăн-чĕрлĕхшĕн, унтан вара карта пăтти, карташĕнче пăтă, хăпарту, пăру (ăшне-варрине) çинĕ чухне сар çу хурса çиетчĕç, пĕçеретчĕç. Коракыш. Чук уйăхăнче киремете тăватчĕç (жертву приносили). Уфим. Чӳк уйăхне (ноябрь) пирĕн чăвашсем чук тунăран каланă. НТЧ. Çав киремете пуççапаканнисем, авăнсем çапса пĕтерсен, чӳк уйăхне кĕрсессĕн, çĕнĕ тырра авăртса çĕнĕ пĕрке çăнăх тунă. Шумерля. Чӳк уйăх, октябрь. Начерт. 199. Чук ойăх, декабрь.