чӳклеме - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.