хĕн кăтарт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
мучить; заставить мучиться, страдать. Кан. 1929, № 186. Хăш чух Проххор арăмне çапса хĕнесе хĕн кăтартнă. Икково. Ăйха хĕн кăтартса лариччен часрах çурасчĕ. || Наказать. Якейк. А! вот сана ман пире вăрланăшăн торă хĕн кăтартать. N. Сана та çавăншăн вăл хĕн кăтартрĕ (наказал). Аттик. Хĕн ан кăтартăр, кунта асăнни те асăнманни те пулĕ, эсир ăна ан шырăр, мĕн панипе çырлахса пиллесе тăрăр. (Çураçма; обращение к мертвым). Янш.-Норв. Пире ан çилен, хĕн кăтартса ан усра. (Из молитвы киремети). || Напустить болезнь (о колдуне). КС.