хĕр-çумми - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что хĕр-çум. N. Парнисене вара хĕрçуммисем пуçтарăна-пуçтарана çĕлеççĕ. КВИ. Хĕр-çуммисен юррийĕ таçта çитех илтĕнет. Изамб. Т. Унăн икĕ енче хĕр-çумми хĕрĕсем лараççĕ, || Парни, сопровождающе на свадьбе невесту, N. Унпа пĕрле темĕн чухлĕ хĕр-çуммисем юрласа çӳреççĕ. Вĕсем пĕр май каччăпа хĕре асăна-асăна вĕсене савăнтарса юрлаççĕ. Каччине йысна теççĕ, хĕрне йинке тесе юрлаççĕ. ТХКА 98. Туй ачисемпе хĕр-çумми ачисем ташласа вăй кĕлли кĕме тапратаççĕ. Кил хушшинче пĕр-пĕрнн çине хире-хирĕç, уйăх кăшкăрса ташла-ташла пыраççĕ. Туй каччисем те, хĕр каччисем те чакасшăн мар.