хĕрхи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. птицы. СПВВ. См. хĕрхӳ. Н. Якушк. Куккук тунă çăмартана хĕрхи пусса кăларчĕ. Н. Седяк. Хĕрхи — хĕрлĕрех кайăк, куккук пысăкăш пулать. Нюш-к. Хĕрхи хурчăкаран хĕрлĕрех. Йăвине хăрăк юман тăрне тăвать. У пĕр тĕлте нумайччен ташласа вĕçсе тăрать. Йăви патне курак пырсан, ти-ти-ти! тет. Зап. ВНО. Хĕрхи — юла (птица) из породы хищников-кобчиков. Ib. Хĕрĕх хĕрхи чĕрни, утмăл упа чĕрни, миçе чĕрне пулать? N. Хĕрхи! Хĕрĕх çулхи хĕр парăп, пĕрре ташласа кăтарт. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парăп, хĕрĕх чăрка пир парăп. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула курак туй тăвать, тăмани туйне пырасшăн, анчах пуçĕ пысăк, тет. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула-курак туй тăвать, хурчки туйне пырасшăн, анчах сăмси пысăк, тет. СТИК. Хĕрхи, хĕрĕх çулхи хĕрне парăп, ташла. N. Хĕрхи! хĕрĕх çулхи хĕр парам, пĕрре ташласа кăтарт. Сред. Юм. Хĕрхи — кăвакарчăн пысăкăш, пôсра пôрнакан кайăк. Слакбаш. Хĕрхи — „наверное, сыч; летая по воздуху, ищет мышей и ловит их“. Стерл. Хĕрхи, кобчик. || Вертопрах. || Яз. имя женщ. Н. Седяк., Патраклă, Рысайк., Демидов. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.