шак - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
вянтерь (рыболовная снасть). Карамыш. Т. Николаев. Шак, жак (рыболовн. снасть). СПВВ. ЕХ. Шак — пулă тытма, çипрен çыхса, çунатлă тăваççĕ. Ăна шыва ахаль çĕрех карса хураççĕ. Альш. Кӳлĕсенче, хăмăшсем хутлăхне шыва лартаççĕ шак текеннине. Шака ăна ак çапла тунă: тунă мунчаларан çыхса вăрăм мишук пек, çăварне икĕ еннелле уйăрăлмалла, йĕм-пĕççи пек, тунă. Çав икĕ пĕççин вĕçĕнче патак, вăл патаксенчен тытса пĕççисене карса хураççĕ те, унта пула кĕрет. Пĕççисем хушшинченех кĕрсе кайсассăн, малтанхи шалти хӳрийĕн вĕçĕнче шатăк пур — çав шатăкран пулăсем кĕрсе каяççĕ те шак ăшне, каялла тухаймаççĕ. Вăл мишук пекки сарăлса тăмашкăн пĕр ик-виç тĕлтен кăшăл тăва-тăва кӳртсе лартнă. Ст. Чек. Шак пек тирпейлĕ тыт. Ib. Шак пек таса тыт. Б, Олг. Карса туса Сĕнтĕр çине ик еккинчен варрине шăтăк туса полă похăнмашкăн. Онта лартат шак, вара онта шака кĕрет полă. Онта хаш чухне 4—5 кĕренке толат, она каçпа лартаччĕ, çутăла лартмасчĕ. Ирех пырат, куак çутăпах пăхмашкăн. Пырса кларса килет. Картине çапăран туат. N. Шак лартма кайрĕ.