шанчăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
надежда, опора. Пирĕн шанчăк теççĕ, теприсем — шанăç. БАБ. Хура халăхăн мĕн пур шанчăкĕ те пĕр тырă çинче анчах пулнă. N. Кам та кам ăслăлăх çине шанчăкне хурать. Ст. Шаймурз. Хура сăран алсан çакки çук, савса туман тусра шанчăк çук. || Доверие. КС. Унăн шанчăкĕ çук. Ему веры нет, на него нельзя полагаться. N. Шанчăк ил. N. Çыншăн вăйăнтан ытлашшине шанчăка ан кĕр. Микушк. Ача нумайччен пурăнса шанчăка тухрĕ, тет. N. Шанчăк çухатасран хăратăп. N. Кам хăйне шаннă шанчăка пĕрре вĕçерет, ăна нихăçан та шанăç пулас çук вара. Юрк. Ирхи куна каçчен çӳрĕттем, пирĕн килте тата шанчăк çук.