шапа - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(шаба), лягушка, жаба. Изамб. Т. Ытла та пит çӳçентерет симĕс шапа. Ул хăй вăрăм пулат. Урисем те питĕ вăрăм. Каçанĕ çинче (на спине) тăрăх-тăрăх (полосы), симĕс куçĕсем шурăрах. Якейк. Симĕс шапа, тимĕр шапа (хăмăртарах симĕс шапа) шура (= шывра) порнаççĕ; çĕр шапи типĕ çĕрте сакансенче порнать. Б. Олг. Хора шатра шапа (котăркалă). Б. Бур. Шапа çиен чап пур. Зап. ВНО. Йăтă пуллинчен шапа пулнăскер (брань). N. Шурта шапа макăрать. ЧП. Шапа кăшкăрать. Н. Седяк. Шапа кăшкăрсан, йĕпе пулать. Ала 108°. Çорконне шапа авăтма пуçласан, тырă акма вăхăт çитнĕ, теççĕ. Абаш. Шапа йорлать (о жабе) N. Шапа сасси тĕрлет. Г. А. Отрыв. Шапана вĕлерсен, ĕне хĕсĕр пулать, теççĕ. Сред. Юм. Шапана вĕлерсессĕн, ĕне чĕччине питрет (= питĕрет). Собр. Тип шапана (вар. типĕре пурнакан шапана) вĕлерсен, ĕне сĕт памаст, теççĕ. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Шурăм-п. Шапана ан çилентер. Вăл çара ура çине шăрать те, ура шыçса каять. Сред. Юм. Месерле выртсан, аллисĕне те, ôрисĕне те тăсса выртсан: шапа пик сарăлса выртнă, теççĕ. Ib. Сарлака тôталлă çынна: шапа çăвар пик, теççĕ. Ib. Шапа çăварĕ, так называли лампу без стекла. Изамб. Т. Шапа таханлама кайрăн-ам? (слонялся без дела).