шар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

шар

(шар), подр. воплю. См. шари. СТИК. Карчăк шар йĕрсе ярать. Старуха завопила. Якейк. Шар макăрса ячĕ. || Подр. крику. N. Вĕсенчен мĕн те пулсан ыйтсан, шар çухăрса анчах пăрахаççĕ. || Подр. ржанию. ЧП. Сар лаша шар-шар кĕçенчĕ. Саврасая лошадь заржала. Чăв.-к. Сарă лаша шар-шар кĕçенчĕ (у КС обыкновенное ржание). || Подр. пению петуха. Б. Илгыши. Автан шар-шар авăтса янă та, тиле витĕрех хăваласа кайнă. Бгтр. Алтан (ночью) шар! шар! авăтса ячĕ. || Подр. разрыву ткани. Сред. Юм. Кĕпене шарр! çôрайса кăларчĕ. Разодрал рубаху сверху до низу. КС. Шарр! — сильнее чем чарр! Ib. Ман кĕпене шарр çурса пăрахрĕ. Буин. Вăл тарăхнипе хăй кĕпине умĕнчен тытса шарах çурса ячĕ. Кратк. разск. 22. Хăранипе тумтирĕсене шар! шар! çура-çура парахнă. СПВВ. Шар çурăлса кайрĕ. || Подр. звуку, получающемуся при щепании косарем легко щеплющейся лучины. СТИК. Хăйă шарр! шарр! çурăлать. Лучина щеплется с особым звуком (когда ее щеплют косарем). Сред. Юм. Хăйă шар çиç чĕлĕнет (очень хорошо щеплется). || Подр. звуку шерстобитной струны. N. Шарр! çатлаттарать. || Подр. вытеканию сусла из жалейки или воды из втулки боченка, или воды из прорванной плотивы, устроенной весною детьми для забавы. Сред. Юм. Чӳлмек пăккине тôртса кăлартăм та, ăсла шарр йôхса тôхрĕ. Ib. Пичке пăккине уçсан пичке пăккинчен шыв шар йôхса тôхать. КС. Эпир ачасемпе çуркунне пĕве пĕверĕмĕр те, татса ярсан, шыв шарр юхса карĕ. || Ст. Чек. Ку шар-шар, шар шар юхат. || Подр. падению капель сильного дождя. Сред. Юм. Çăмăр шарр ячĕ. Ib. Çăмăр шарах ячĕ. || Переносно — о „разрывающемся“, т. е. о пораженном горем сердце. Н. Лебеж. Аттеçĕм чĕри шарах çурăлать. Батюшкино сердце так и разрывается. Ib. Ула-курак ларса юрă юрлать, Наçтанăн чĕрине шар çурать. СПВВ. Чĕре шарах çурăлса кайрĕ. Бел. Гор. Ман чĕрем шарах çурăлайрĕ. Шел. 107. Çавăнтах чĕре шарах! çурăлса, тĕшрĕлсе анса çĕре кӳплетсе кайса ӳкрĕм. || Очень, совсем. Образцы 19. Шăнкăр уяр, шар сивĕ, Хусан хули янăрать. Совсем ясная и очень морозная погода — звенит город Казань.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150