шатра - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(шатра), оспа. Ходар. 1876 çулта пирĕн яла таçтан шатра пырса кĕчĕ. Ib. Вăл вара (т.е. оспа) пĕре яла пырса кĕрсен, кама шатра тухманнине пĕчĕкки-пысăккипех лайăх тĕрĕслет, унтан пĕрине те катăках хăвармасть. СВТ. Халĕх хушшинче шатрапа (чечекпе) чирлекен çын пит нумай. Лайăх касса кăларнă шатра вун çулччен сыхласа усрать. Кан. 1929, № 167. Ачасем пулсан, çийĕнчех шатра кастар. N. Сан шатра тухнĕччĕ-и? N. Эс шатрапа выртни? N. Анне пырса пăхрĕ те каларĕ: сана шатра тухать, курнать, терĕ. N. Мана шатра тухрĕ. N. Ачам, унăн шатра тапса тухнă, тит, пичĕ-куçĕ курăнмасть те, тит. Б. Олг. Хĕллехи (?) тохат этем е шатра, кĕçĕ пек. СВТ. Ачана аллипе шатрисене (оспенные болячки) чĕпĕтсе татасран сыхлах тăрас пулать. || Сыпь. О сохр. здор. Ун пек шатрасем хăш чухне тухмаççĕ. N. Ачасем пĕр май пурăнаççĕ-ха, шатрисем тасалчĕç. Сборн. по мед. 25. Хĕрарăмăн та аллисем çине ĕне çилли çинчи чечек пекех шывлă шатрасем тухаççĕ. Хăр. Палля 37. Шĕвĕн евĕрлĕ пысăк шатра хăпарса тухнине курать. Рак. Лаптак шатра, кăвак тĕплĕ шатра, капан шатра е шĕвĕр шатра — название разных сыпей: хаяр шатри, пасар шатри, вил шатри, кĕлĕ шатри, шăвала шатри, вутлă шатри (так!), хĕрлĕ йытă шатри.| Веснушки. || Особая болезнь у овец (пупырышки, могут и умирать), бывает и у коров. КС. Н. Лебеж. Кирлĕ мар, атте, кирлĕ мар, анне, шатра ертĕри ĕнӳне. || Брань. Н. Карм. Эй, шатра! Пшкрт. Шатра шăлса кайман! Тайба-Т. Шатра çаптăр каччине, эп ӳсиччен кĕтмерĕ. КС. Е, шатра! Так ругают овец. Ib. Чапа, шатра! Так гонят овец с бравью. Ib. Çта шатра патне каять-шин ку! (Говорят только об овцах). || Рябой. Сбор. по мед. Ун чухне шатра мар çын та сахал пулнă. ГФФ. Çампа шатра полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) рябым. N. Кикирик сар алтан, алтан пĕççи шатра, шатра инке сак çинче. Чураль-к. Автан, автан ури шатра, шатра инке сак çинче, туçлă инке ту çинче. Шорк. Кукку шатра. Абыз. Ишек çулĕ-шатра çул, çул шатрашан каймарăмăр, хĕр шатрашăн кайрăмăр. Ишаковская дорога — шиблястая (корявая); мы ездили туда не из-за шиблястой дороги, а ездили из-за корявой невесты. Тимирзь-к. Синер çулĕ — шатра çул, çул шатришĕн килмерĕмĕр, хĕр шатришĕн килтĕмĕр. Юрк. Атăл ир шăнмасан, пырĕ шатра пулсан, тырă аван пулат. || ЧП. Шатра (курка).