шуç ту - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
производить обмен, меняться. Череп. Шуç турăмăр, поменялись вещами, не показывая их друг другу. Слеп. Тавай шоç тăвапăр — олштарар (что-нибудь). Орау. Чĕлĕме шуç турăмăр та, начарри ленкрĕ. Ib. Чĕлĕм шуç туни. Пĕрин-пĕрин чĕлĕмĕ начар пулсан, халăх çинче-и, сăра ĕçнĕ çĕрте-и, ай ахаль пухăнса ларнă çĕрте шӳт тăвасшăн: кам чĕлĕме шуç тăвать? — тесе ыйтать. Тепри, çавăн пек çăмăлтарах шӳт тăваканни: эп тăвам,— тет, унтан пĕри тĕпеле, тепри алăк патне каяççĕ те, пĕр вăхăтрах икĕшĕ та пĕр-пĕрин (харпăр-хăйĕн) чĕлĕмне хире-хирĕç урай тăрăх шутарса шакăртаттарса-и, ай ахал утса яраççĕ. Çапла чĕлĕмĕсене улăштарсан, пĕрне те пулсан начар чĕлĕм ленкет те, вара ыттисем хытă ахăлтатса кулаççĕ. Чĕлĕм шуçĕ питĕ кулăшла япала вăл, хăш чухне лайăх чĕлĕм вырăнне питĕ начар чĕлĕм ленкет.