шӳреке - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
остроконечный, острый. Сред. Юм. Шӳреке = шĕвĕр. Шел. 83. Шӳреке тăрлă утă капансем улăх туллиех шăтса тухаççĕ. N. Шӳреке тӳпеллĕ. Сред. Юм. Шӳреке тăрăллă шапка, остроконечная шапка. Янш.-Норв. Пирĕн ял тулашĕнче пĕр ту пур, çав ту çинче пĕр пысăк шӳреке вĕçлĕ чул тăрать. N. Шӳреке сăмсаллă хĕрарăм. || СТИК. Шӳреке пуç, человек с маленькой головой. || Имен-к. Шӳреке, клин, треугольный загон. || N. Шӳреке, хулиган. Нюш-к. Шӳреке = вăрă, мошенник. || Нечистый дух. N. Шӳреке çыхланнă полĕ она (ашкăнакан çынна калаççĕ). N. Шӳрекесем она тĕрткелеççĕ.