шăнкăр-шăнкăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подр. звонкому журчанию (течению) воды (напр., по наклону). Оп. ис. ч. I. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать чулпа хăйăр хушшинчен; ыранпа паян хушшинче хĕр ĕмĕрĕ иртет çке. Между камнями и песком с журчанием бежит вода; меж завтрашним и этим днем проходят девичьи годы. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать. Вода бежит и журчит. Хурамал. Шанкăр-шăнкăр шыв юхать, шăнкарчă чĕппи шыв ĕçет. С журчанаем течет ручей, молодой скворец из него воду пьет. Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шу йохать, ик айккипе хори ларать; хоритан хориташ полас çок, эпĕр ыр çын полас çок. (Солд. песня).= Янтик. Б. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, пирĕн аппана хĕн килет. (Свад. песня). || КС. Пыраттăм-пыраттăм çулпала, тĕм шĕшке тĕл пултăм, шанкăр-шăнкăр мăйри пур (висящие, как ряд маленьких колокольчиков), татаймасăр хăшкăлтăм. (Хĕр йĕри).