шăпăрт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подр. плескапью воды. N. Ачи аллине витре çине чиксе янă та, шыва шăпăрт, шăпăрт тутарать (плещет.) || Подр. утиханию сложного звука. См. МКП 97. || Тихо. Чăв. юм. 1919, 19. Шăпăрт. Пĕр сасă-чĕвĕ те çук. Сам. 56. Тепĕр енче, сăртламара, шăпăрт ларать пысăк ял. N. Вĕсене ялан: мĕн хушаççĕ, çавна ту, шăпăрт пул, хушнинчен нимĕн те ытла ан ту, теççĕ. КС. Шăпăртах пултăмăр (замолкли), çĕр сăмаха çитрĕмĕр пулĕ. N. Чăвашсем, çĕр çинчен калас тенине илтсен, пурте шăпăрт пулса тăнласа тăнă. Юрк. Тĕттĕм пулсан, шăпăрт кăна пулса пурте выртса çывăраççĕ. || Совсем, совершенно, окончательно. Тюрл. КС. Çăнăх шăпăртах пĕтсе çитрĕ, ыран темрен пĕçерес çăккăр. Кан. Вĕсен чăн çиелти, тырпулла кирлĕ сийĕ шăпăртах çырма шывĕсемпе кайса пĕтет. N. Ман япаласене шăпăрт аннене кайса паратчĕ. Кан. Пуçне чикнĕ те, шăпăрт сас та кăлармасть.