шăпăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пузырь (музыкальный инструмент, род волынки). КВИ. Шăпăр сасси чарăнсан, туй юррийĕ пуçланать. Ib. Шăпăр сасси чăйлатать. N. Ярăнтарса явăнса шăпăр кĕвви ташлатать. N. Анчах шăпăр хăлăхсăр: татах ташлама сĕнет. ТХКА 87. Шăпăр, сăрнай, купăс, параппан — пурте пур. N. Мĕлĕшри Алтан Ваçли кӳме тăрне ларнă, шăпăрне ахăртса пырать. N. Шăпăр кĕвви, туй çемми чуна çĕклетсе ярать, аскăн шăпăр этемми пĕтĕм чунне кăларать. N. Сиксе анчĕ сак çинчен хăй çавăнтах çĕр çиве, тытса арăм халхинчен вĕрчĕ шăпăр какрине. N. Хура арăм хăрамасть, таш картине вăл кĕрет; шăпăр халĕ аптрамасть, çич шуйтан пек ĕрĕхет. НИП. Икĕ туй пĕр пӳрте килсе кĕрсен, туй пуçĕсем, тавлашма тытăнса, шăпăрĕсене çĕре пăрахса, шăпăрĕсем çапăçса пĕр шартлатса çурăлса, пĕтĕм урайне юн сарăлнă. Цив. Тупăкĕ çине ларса сăрнай е шăпăр каланă. Тим-к. Çав ача вара: шăпăр вĕренес, тесе каларĕ, тет. Сред. Юм. Орпа ôлăмĕнчен çôрса туса пĕчик ачасĕм çôхăртса çӳреççĕ, çавна та пирĕн шăпăр теççĕ.