шăрчăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сверчок, кузнечик, стрекоза, саранча. Кипек. Шăрчăк — стрекоза, летает над водой. N. Шăрчăк авăтсан, ăшă пулат, теççĕ. Орау. Сахачĕ шăрчăк пек алтать. Ала. 108. Шăрчăк мăян çисен, тырă полмасть, теççĕ. N. Ял-ялĕнчи хĕрĕсем шăрчăк çивĕ çырла пек. Изамб. Т. Шăрчăк — кукăр уралă çын. || Сердитый, злопамятный, кто дерется из-за пустяков, щепетильный. Алдиар. В. Олг. Онашкал шăрчăк çын çок (коштан, всюду лезет). Б. Олг. Шăрчăк — кутăн çын. СПВВ. Шăрчăк çын — шăрчах çын. СПВВ. МС. Ятлаçнă чухне: эсĕ ай-ай пит шăрчăк, теççĕ. Якейк. Амăшĕ ачи кĕпине сапланă чох çип пĕр çĕре похăна-похăна ларсан калат: пăх-жа, эс епле шăрчăк, сан кĕпӳне сапламалла та мар, тет. КС. Шăрчăк, скоро сердящийся и зачиняющий драку или ссору. N. Шăрчăк — çиллес. Йӳç такăнт. 10. Кĕтерук (Ухвинене). Тавай ял шăрчăккине ярар. Ib. 57. Çитменнине тата шăрчăка вĕренеççĕ. Янш.-Норв. Ун пек чухне вара лаша мĕнле пынă çапла каяс пулать, шăрчăк пеккисем çул çинчен пăрăнса анчах юлччăр.