никĕс - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

никĕс

(н'игэ̆с), основание, фундамент. Магн. М. 88. Мол никĕс, тырпол никĕс, вăйлăх-чĕрлĕх никĕс. Шорк. Никĕс [четыре стула по четырем углам избы с положенными на них первыми бревнами (первым венцом]. Сред. Юм. Никĕс — палккăсĕм çине (на балки) чăн малтан хôралт лартма пуçланă чухне хуракан тĕпĕнчи пĕренесĕм. Изванк. Пӳрт никĕсĕ çирĕп лартăр. (Из моленья). Ст. Чек. Пӳрт хăпартнă чухне никĕс чӳклеççĕ; хĕр-сурт. Вотлан. Кăмака айĕнче хытнă куккăль выртать. (Кăмака никĕсĕ). СПВВ. ИА. Пӳрте пураччен малтан никĕсне хураççĕ. Пӳрт никĕсĕ тĕреклĕ пулсан, пӳрт нумая пырать. N. Уç, уçмасан пӳрт никĕсне туртап, тет. ФТТ. Пӳрт мăкланă чух никĕс айне укçа хурсан, çав пӳрт телейлĕ, пуян пулать. Нюш-к. Çурçĕрччин, алтан автиччен, никĕссем вырнаçтарса, çуррине тунăччĕ (церковь), тет. Тюрл. Никĕс хотăмăр, положили фундамент (деревянный). Ib. Уччилĕшĕн чол никĕс. Персирл. Никĕс хурас (первые бревна избы). КС. Никĕс — 1) кряжья, которые кладут в основание дома, 2) каменный фундамент.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150