нисĕпсĕр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
жадный. Шарбаш. Рак. Нисĕпсĕр тесе, япалана халиччен курман пек хытă çиекене, çынăнне ăмсанакана та калаççĕ. Выçлăх пуяна: унăн нисĕпĕ тăранмаст, теççĕ. Орау. Нисĕпсĕр — жадный, ест медленно, у самого и во рту, и перед собою есть, а он все в рот пичкает. Ib. Нисĕпсĕр çынçке вăл, теççĕ апата нихçан курман пек çиякан çынна. Чертаг. Нисĕпсĕр, нумай çиет, хырăм виçине пĕлмест.