никам - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
никто. КС. Тухса туса çӳреме никам патне кайма çук. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсене никама кăтартма та хăратпăр. N. Никамран ытла. N. Никамран усал Ваçили. Всех злее (негоднее, некрасивее) Василий. Сборн. по мед. Ачасене никамсăр, хăйсене анчах, киле хăварма юрамасть. Якейк. Никама çапма та пĕлмест. Не знает кого и ударить. Ала 89. Ĕссĕр çынăн ăсĕ те пăсăлать, çын элекне (те) ĕненекен пулать, никама вĕлерессе те пĕлмест вăл (не знает кого убить). Регули 981. Никам килмен, ним ĕç çок. Юрк. Никам та вăсене хирĕç тухаканни çук. Ib. Никамран кивçен илме, не у кого... N. Никамах та курмарăм эп унта. Это выраж. соотв. русскому: «Надеялся многих видеть, но большую часть их встретить не пришлось». Особенно-то никого не видал. Ачач 71. Никам çине те çиленме пăрахрĕ. || Всякий, кто-бы то ни был. N. Никамăн та лайăхрах, йӳнрех тавара илес килет. Туруново. Халăхсам пуçтарăнса: кам ют çĕртен хулана никамран малтан пурать, ăна патша тăвасчĕ, тенĕ.