ну - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
но, вот, ну и. Тораево. Ну ку тилле ста курам, унта çиям, тесе каларĕ, тет (медведь). ЧС. Ну тата çиçĕм йăлтăр-йалтăр, хĕреслĕ-хĕреслĕ явкаланса çиçет. Б. Олг. Ну ман пичи макăрат (принялся плакать). Орау. Выляççĕ, выляççĕ те, вара ну ятлаçма тытăнаççĕ. Якейк. Ну апат! пĕре сыпсах тутине пĕлтĕм! N. Ну пурăнăç! N. Тем чул çырасшăнччĕ тĕпĕ-йĕрĕпе, ну çырма юрамас. Сятра. Окçа тӳлесе, тет. Хоçи те: лапах но! тет (в др. местах — лапах, тет хоçи). || Междометие побуждения. Регули. Ну, тата мĕн пĕлетĕн? М. Васильев № 3, 45. Чăваш: но мĕн, кала! тет. Чем люди живы. Ну, мĕн тăвас? Орау. Ну, атя, эй! (кричат на лошадь). Ст. Чек. Но! понукают лошадь. || Вот еще. Регули 529. Ну тата поплетĕн эс. || Ст. Чек. Ну, юрĕ! (грозят). Якейк. Но, вăл килтĕр типĕр (положим, что он приедет), вăл килсен те ним те тăвас çок. Ib. Но, вăл конта типĕр. Ib. Но, вăл пĕлет типĕр. Ib. Но, вăл килнĕ типĕр. Ib. Но, халь су полăр!