палăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(палы̆р), значиться, быть заметным; обозначать, выделять. Тюрл. Ун шуррипе мен тăвас, таçтан çĕвви палăрать. Ск. и пред. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнчĕ. Çутт. 42. Ирхине шурăм-пуç палăрнă-палăрман авăн çапма тухрăмăр. Байгул. † Пахчи, пахчи пан улми, палăрмасăр ӳснĕ вăл. N. Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç. N. Тинĕс çинче палăрми тĕтре тăнă. N. Иван хура пӳрт кăмаки çинче хап-хура пулнă кĕпи те паларман. Сред. Юм. Палăрми вырать = пит вырать.