папай - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пабаj), старик, дед. ЧС. Эпир, ĕлĕк папайсем каланă йăлапа, сĕрен хăваласа çӳретпĕр-ха. СПВВ. ФИ. Папай= асатте. СПВВ. ФВ. Ватă çынсене чĕннĕ чух: папай, кил-ха кунта! теççĕ. Тата папай тесе, аслатине калаççĕ: папай хытă авăтрĕ паян, теççĕ. ППТ. Çак папайран чир-чăр вĕçтĕр. (Сĕрен). Магн. М. 183. Килĕр папайсем, эписем, ачасем мункун курма. Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ. Богдашк. Пурнескине папая патăм, папай мана икерчĕ пачĕ. N. Пыраттăм, пыраттăм, пурнеске тупрăм, ăна папая патăм (папай= ватă тутар). БАБ. Эпĕ курман та, хайхи Миттюç папай та пырса ларнă. Я и не видал, как пришел дедушка Митюç. (Чӳклеме). Бес. чув. 19. Эсĕ вара, Мустафа папай, лайăхах пĕлетĕн-е? Сред. Юм. Торхан папайсĕне, Хосана тытса илнĕ вăхăтра, пичке ăшне хопса, сăртран костара-костара ярса вĕлернĕ, тет. См. эпи. Тюрл. Папай — самый старик. Торă папай — Çӳлти Торă. || Бог (детск. сл.). А. Турх. N. Турă папай сыхласан, пурнăп-ха. || Гром. N. Пĕр икĕ кунтанпа кунта çĕр çĕмĕрлет, папай алтнă пек кĕлтĕртеттерет. Вопр. Смоленск. Папай вăрăмăн авăтсан (виççĕ, тавлăкран тăваттă чарăнмасăр тăрсан) йĕпе вăрăм пулать. ЧС. Папай авăтса çумăр çунă вăхăтра ан кай (не поезжай), аçа çапса вĕлерĕ. Ib. Папай авăтса çумăр çунă чухне ĕçлеме юрамас. Нюш-к. Анçи, ачам, папай çапать! (Говорят детям, когда раньше времени они едят яблоки). М. Васильев. Сохаласан-сохаласан, таçтан çăмăр тохса папай алта пуçланă. Собр. Папай авăтнă чух чӳречерен пăхсан, папай çапат, теççĕ. Сред. Юм. Папай алтмасăр çĕр чавма йôрамас. До первого грома землю нельзя рыть. Ib. Папай алтни, гром.