пар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пара. N. Ун йĕри-тавра вуник пар курка. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пер пар шăнкрав çакрăмăр. Юрк. Пар лаша. Яргуньк. Хупаха кӳртсен, хай шутник хупахра икĕ шкальккă ереке, икĕ пар чей илчĕ, тет. N. Пĕр витине кĕнĕ те, пĕр пар çӳрен лаша курнă, тепĕрне кĕнĕ, тепĕр пар кăвак лаша курнă. Якейк. Пар (две) сыснана пасара сотас ярас чыкана. Ib. Хам парпа килтĕм. Пришел пешком. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна парĕпе (парой). Янтик. † Кӳлтĕм тарантас, кӳлтĕм пар ут, çилхисене тураса. Изамб. Т. Миçе пар лекнине шутласан, пурте пĕр çынна, ул вара кустарат. Ib. Унта вара харкам хăй шаккине паллă тăрах пара (мăшăра) килекеннисене пĕрле хурат. БАБ. Те чăн, те суя, мунчара усалсем мунча чулне: кунăн парри пур, кунăн парри çук, тесе сăваççĕ, тет. Темĕскере пĕлтерет анчах, пелместĕп. (Çĕнĕ çул каç, гаданье). Ст. Шаймурз. † Кӳлсен кӳл лашăна паррипе, пар лашана пушă кирлĕ мар.