пархатар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(парhадар), благополучие, добро. КС. Ырă кур, пархатар кур. N. Вăл паянах сан енне кăмăлне çавăрса тӳрĕлĕхӳ тарах ырă сунĕ сана (в рукоп. пархатар кăтартĕ). Н. Карм. Пархатар — пожелания юратнă çынна: ырă куртăр, пархатар куртăр, ыр çынна куртăр. Шибач. Эпĕр конта ларса пархатар коримăпар. Сред. Юм. Аçу-амуна хисеплемесен, çынтан ватанмасан, пархатар кораймăн. Т. II. 62. Ырă курăр, пархатар курăр, ваталаччен, йӳтеччен пурăнăр. Чăв. й. пур. Кăна парахмасан, пархатар курас çук, тенĕ. Если не отмените решение, не будет вам добра. Перев. Вĕсем хăйсен эмерĕ таршинех пĕрне-пĕри пулашса, пархатар курса пурăннă. N. Ĕмĕр-ĕмер пархатар куртăр. || N. Вăрçă майĕ перте пархатарĕ çук. || Польза. Ск. и пред. 3. Санта пархатар сахал, эсе манан херĕм мар! N. Ну, сантан пархатар пулмас иккен. Якейк. Сантан пархатар корас çок. От тебя не жди пользы. Чураль.-к. † Темпĕр-темпер параппан, параппанне çапсан та, пархатарне курас çук. СПВВ. ФВ. Пархатарсар çын= усасар çын; санран пархатар пул и вара, аçу-аму ятне çĕртĕн, теççĕ. СПВВ. Пархатар курас; пархатарсăр пулчĕ. Ib. Пархатар пулат (польза, лад). || Употребляется в качестве усилительного слова в смысле: очень, без числа. КС. Пархатар çук нумай? (Очень много, напр., çырла, мăйăр). N. Пархатар вăрçрĕç.