пашка - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
тяжело дышать, задыхаться, пыхтеть. Бес. чув. 2. Туртас вырăнне шуса ӳкрĕ те, пашкаса вырта пуçларĕ. Ивановка. Вăл чупнипе пашкать, пашканнипе аран-аран сăмахлать. Ib. Пӳрте кĕрсен, эпĕ чупнипе питĕ пашкарăм, анне манран ыйтрĕ: мĕншĕн пашкатăн? терĕ. Хурамал. Лаша пашкаса тăрать (тяжело дышит). Толст. Вăл пашканипе аран-аран сывлать. Шурăм-п. Сакайне кĕрсе пашкаса выртаттăмăр (тяжело и скоро дыша). Ib. Пĕр упашкана (лупашкана?) чупса пашкаса пырса выртрăмăр. Никит. Выльăхсем ăшăра тармаççĕ, пашкаса çеç-кăна çӳреççĕ. Ib. Вăл киле пашкаса чупса пычĕ те: анне, пирĕн аттене хупнă, терĕ. Скотолеч. 5. Лаша пашкамасть пулсан (если не задыхается)? Изамб. Т. Лаша, чупсан, пашкат, час-час сывлама пуçлат. Календ. 1904. Вара чуптарса пăхас пулать; каллах урисене аван илет-и, пит пашкамасть-и, сăмсинчен анмасть-и? Сред. Юм. Пит чупсан, çын пашкакан полать (задыхается). Ib. Пашкать тесе, хăвăрт ôтсан, чôпсан, вĕттĕн сывланине калаççĕ; хашкать тесе, пысăкраххăн сывланине калаççĕ. Шел. 86. Пăраххут килет тем пек пашкаса.