персе ан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

персе ан

(-з-), свалиться, падать. Якейк. Ной калаççĕр, калаççĕр те, персе анч, çăвăрса карĕ. N. Ĕни çĕре ӳкрĕ, тет, упăшки кăмакана персе анчĕ (упал), тет. Орау. Урайĕ ытла яка пулсан, ташланă чухне пере-пере анĕç. Ал. цв. 28. Хуçанăн хут çине çырса ӳкернĕ пек илемлĕ, çамрăк хĕре ăнсăр пулса çĕре персе анать. Ib. 9. Вĕсен тăррине пăхсан, çĕлĕк те пуç çинчен персе анмалла. Бес. чув. 2. Тепĕр енчи ту çинчен ĕричак çĕкленни, вăл лаша çурăмĕ çине персе анни курăнса тăрать. ППТ. Тата хăшĕ лаша çинчен персе ансан (свалятся), сĕрене çӳреймесĕр выртаççĕ. (Сĕрен). Хăр. Паль. 32. Мĕн те пулин пуçĕ çине персе анассăн туянать. Трхбл. Унăн ури шуса кайнă та, вăл çĕре персе аннă. Он поскользнулся и слетел на землю. Сёт-к. Кăмака çинчен кĕрĕслетсе персе антăм (здорово упал, полетел с печки). Ib. Парт! персе анчĕ (шлепнулся на землю). Тюрл. Персе ана тăрать, падает. Календ. 1906. Çăлтăр персе анчĕ (скатилась). N. Çук, çитĕ ĕнтĕ пире çӳлтен ырăлăх персе анассине кĕтсе выртни, вăхăт çитрĕ. N. Сасартăках ун хыçĕнчен 18-19 çулхи çамрăк çын таçтан сиксе тухнă та, ăна хыçăлтан револьвĕрпе пенĕ. Офицер çавăрăннă та, чĕркуççи çине персех аннă.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150