перекетлĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
экономный, бережливый. Ст. Чек. || Спорый. Сред. Юм. Час пĕте пĕлмен япалана перекетлĕ, теççĕ. СТИК. Перекетлĕ; аван пулнă япалана, çимĕçе, вăл ăста килчĕ унта тăккаланса пĕтмесен: перекетлĕ пулчĕ ку япала, теççĕ. Çăнăха шултăра авăртсан, вăл час пĕтет, çавна вара: пĕр те перекетлĕ пулмарĕ, теççĕ. Хăяр мĕн, улма юçĕтни пăсăлса мĕн туса, татăкăн йăтса пĕтет те, ăна вара килти хĕрарăм: ку япала пĕр те перекетлĕ пулмарĕ, пăсăлса татăкăн çисех пĕтрĕ, тет. Янш.-Норв. Пурăнăç малалла кайтăр, пурте çителĕхлĕ, пур япала та пуçламан пек перекетлĕ тăтăр, тесе... ФТТ. Çын вилсен, çав çын çинчи çăкăр перекетлĕ пулсан, чĕрĕ юлнă çынсем пуяççĕ. || Изобильный. Орау. Питĕ перекетлĕ пулчĕ (= тухăçлă пулчĕ). N. Турă вĕсене тăн-пуçран та, пуринчен те перекетлĕ панă (обильно).