пылăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
, пыллăх, новь после корчевки. Тюрл. Посри анасене пылăх тесе калаççĕ (коренная земля, поляна, поле чистое). Альш. Пылăх çĕр= вăрман уçса акнă çĕр (чищоба). || Поляна. Букв. 1904. Пĕр пĕчик пылăх тĕл пултăм эпĕ. Ку пылăх аякран хăмач сарнă пек курăнса выртат. Ib. Хыпаланса чупса пытăм уçланкă хĕрне: хир те мар, вăрман варринчи пылăх. N. † Пылăх варнчи пыл корĕк, пĕр виç ывăç татас поччĕ (= пулаччĕ); эсĕ мана йоратнине пĕлнĕ полсан, пĕр виç сăмах поплес поччĕ. (Хĕр йĕри). Синьял. † Вăрман варĕнче, пылăхра, сар чече те кăвак чече, сарринчен кăвакки ытларах. Мижули. Пăртак анчах вăрман пылăхĕнчен похнăччĕ, эпир тăракан йоман айне çиçĕм çиçсе, аслати йоман тăрăнчен пуçласа аяла çитиччен ик енеле çорса çапрĕ.