пил ту - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
благословлять. N. Пил ту, еçсе çи те, кай! (Хывнă чух калакан сăмах). ППТ. Çырлах! Пил ту! (Уй чӳкĕ). Чăвашсем 28. Масар çинче шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕчен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ; ярсан, малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту! тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. N. Пил ту! Умăнта пултăр! (Çын вилсен, ăна асăнса хывнă чухне калакан сăмах).