пирĕште - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. духа (ангела). Хурамал. Пирĕште вара çӳле турă патне кайнă та, каланă: вăл çын ывăлĕ çукран питĕ хуйхăрать, тенĕ. Ib. Пирĕште лайăх калаçнине лайăх çырать, усал калаçнине усал çырать. Никĕш те куракан çук, только хулпуççи çинче ларать, тесе калаççĕ, лайăх çыраканни сылтăм хулпуççи çинче ларать. N. Пирĕште — ангел (çынна сыхлакан). N. Пирĕште вăл кашни çуртра пулать, теççĕ. Вăл пирĕште кăмака çинче пурăнать, теççĕ. Пирĕштене тата чӳклеççĕ, çулталăкра пĕре анчах. Пăттине каçран чӳклеççĕ, кăмака çине лартаç кашăксам хурса. Сунчел. † Икĕ хул çинче ик пирĕ(ш)те, пуç мĕн курасса çыраççĕ.