пирĕшчи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что пирĕшти. СТИК. Чертаг. Пирĕшчи, пӳртрех порнать, киле-çôрта пăхса пôрăнать (особое существо). Питушк. Иккĕн вăрмана кайнă: пĕри выртнă, тепĕри пăхса ларать. Выртнă та çав, пирĕшчи (чон) çăвартан тухса кайнă, юман тăрне хупарнă та, шур юс пулса, шăтăка кĕрсе тухать. Кайран çав килнĕ те, çăвар патне шур пушчиччи (= пушăт йывăççи) патакки хунă. Тухса кайсан, вăл çăвара кĕримасăр тăрат, хĕрхеннĕ вăл ăна та, кĕртнĕ, патака илнĕ. Хайхискер, тăнă çын, тĕлĕк каласа кăтартат, çавăнта укçа хăчĕ (хŏџ̌э̆) закладка те çук, тет, юманта укçа, тет. Кайран леш çын пĕре çуран кайнă, унтан урапапа кайнă тияма. Вара пуйса кайнă, лешне паман.