пит - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пит, пит'), лицо. N. Икĕ аллипе питне тытса тӳсимасăр йĕрет, тет. N. Питĕнчен çиçсе ячĕ. Ударил в лицо. N. Сарă каччă памасан, питне тытса йĕрет-ĕçке. Байгул. Мĕн пăхатăр пирĕн пите? Пасарта хăмач курман-и? Мĕн пăхатăр пирĕн пĕве? Хусанта çурта курман-и? Сред. Юм. Пите пит çăвать, алла ал çăвать. (Поговорка). Ib. Алла ал, пите пит çăват. (Поговорка). Самар. † Улача кĕпе пит урлă, пирĕн тăвансем шыв урлă. || Щека. N. Ик хура хĕр пычĕ те, ик питĕмрен чуп турĕ. ЧП. Кив уйăхла тунă сăрасем, икĕ питме çапрĕ сăрăсем. N. Питĕсенче аш та çук. N. † Икăн-икăн (= иккĕн-иккĕн) пычĕç те, ик питĕмрен чуп турĕç. ЧП. Пĕр пичĕ уйăх, пĕр пичĕ хĕвел. Чаду-к. Упа пирĕн пăрува тытнă та, сылтăм енчи питне чĕрсе пăрахнă. Шел. 24. Ун пĕр пичĕ çийĕнче хĕвел тăнă выляса. N. Онта мĕлле питпе кайса кĕрес (с какой рожей). Якейк. Мĕн питпе эс мана паян пасарта халăх куçĕнче çапрăн. (Намăсран иртнĕскер, намăса пĕлменскер). Собр. Хăй намăс тăват, пите вăрăнассине пĕлмеçт, теççĕ. (Послов.). Орау. Хăйне хăй питне пĕçерчĕ (или: намăслантарчĕ, или: намăс кăтартрĕ). Ст. Шаймурз. Ятăр кайĕ ял çине, питĕр пиçĕ çын çинче. Шорк. Питне кĕççе çĕленĕ. Потерял совесть, стыд. || Припек (солнца). Ерк. 59. Шăрăх хĕвел питĕнчех пухă кĕрлет каçченех. Орау. Хĕвел питĕнче (на солнце) ăшă паян, сулхăмра шăнтать. N. Кавăн хăяр пекех хĕвел питĕнче аван ӳсет. || Сиденье (у стула)? Н. Байгул. † Атте пукан тунă чух, пукан питне савалаймарăм. || Лицевая сторона обуви до голенища. Янтик. Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе (= хĕрсене) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. || Верхняя корка каравая. В. Олг. Çăккăр пичĕ хытмас куарсăр. Ib. Çăккăр икĕ питлĕ полчĕ. Ib. Çăккăр пичĕ килеччен, пока зарумянятся хлебы. N. Кăш чухне тĕпĕ те, пичĕ те çунса кайни лекет, ун пек чухне пĕр апат çиме те çитмест. || Адресная сторона конверта. N. Ку ахаль çыру мар, ку укçаллă çыру; авă питне «вунă тенкĕ укçа хут» тесе çырнă. || Страница. || Переплет. Сред. Юм. Кĕнеке хытă пичĕ. || Наволочка. Алших. † Тăваткăл минтер хăмаç пит, ан хур аппа лараймăп. || Поверхность (земли). Чăв. ист. 29. Çĕр пичĕ пит аслă.