пулса тăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
сделаться, становиться, образоваться, являться. N. Чул муклашкинчен ĕлĕххин пекех Иван пулса тăчĕ (из камня снова стал Иван), тет. Якейк. Çавăнтах куккуран ача полса тăрать (сделался). Альш. Каллах ял ялах, чăваш чăвашах, кил-йышĕ кил йышех пулса тăрат. Ал. цв. 7. Карташне ярса пуссанах, ури айĕнче шурă мрамăртан сарса тунă çул пулса тăрать. || Оказываться. Кан. Халь кĕсре 4 çула та çитмен пулса тăчĕ, налок та чакать. Çĕнĕ пурн. Çыраканнисем хăйсем юрă (= йурлă, необеспеченные) çынсем пулса тăрса (будучи), пустараймасăр тăраççĕ (книги). || Стать готовым. Букв. 1908. Тепĕр кунне вăсенĕн хут çĕлен пулса та тăнă (был готов). || Попадать. Синерь. † Атăл çинче шур пулă, шур пулă тесе, петĕм те, шур чул тĕлне пулса тăчĕ-çке. | Переодеться (переносно). В. С. Разум. КЧП. Вĕсен ун чух салтак пулса тăмалла-мĕн. 1) Им бы тогда следовало нарядиться солдатами. 2) Они тогда должны были нарядиться солдатами.