хĕр-пултăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
свояченица (КС.),золовка(V.S.). Юрк. Хĕр-пултăрпа ывăл-пултăр хăçан йинкĕшне юратни пур! Орау. Виç хĕр-пултăр, тăват ывăл (-пултăр), три золовки и четыре деверя. В. Байгул. † Сан хĕр-пултăр сухăр вĕлтрен. С. Дув. † Ах пултăрçăм, хĕр-пултăр, ытла хытă ан кала, кăмăлăм çемçе — чăтаймăп. Бгтр. † Упа тутарĕ упăшку, пул тутари пултăру, матрас вырăсĕ хунаçу та, матрас хĕрĕ хĕр-пултăру.