пумилкке - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!