арман алăкĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
ianua арман, мельничная дверь. Тоскаево. Арман алăне икĕ хупкаçлă тăваççĕ. Вăрăсем ан кĕрейччĕр тесе сăлăп ямалла тăваççĕ. Хăш арман алăк кутне çĕрле вăрăсенчен урисе тыттармашкăн вĕтĕ пăтасемпе çапса тултарни хăма хураççĕ. Мельничная дверь делается с двумя створками. Против воров устраивается особый засов (v. сăлăп). Иногда около дверей мельницы кладут на ночь доску, убитую мелкими гвоздями, чтобы воры накололи на нее ноги.