пуç-йĕп - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
или пуç-йĕппи, род ожерелья из двугривенных монет, нашитых на коже; прицепляется у женщин сзади к сурпан 'у. На краю этого украшения — çуха катăкĕ (кружевное украшение с волнообразным краем). Чертаг. Ib. Пуç-йĕп çине тенкĕ çакаççĕ: сурпанпа масмака пĕр çĕре тыттараççĕ. Орау. Пуç-йĕпписем çинчен. Вирьялсен пуç-йĕпписен сăранĕ кушлавăшсен пуç-йĕппинчен ансăртарах та, вăрăмрах та пулать. Анчах вăсен тăршшипех тенкĕ çакса тухаççĕ. Кушлавăшсен пуç-йĕппи тăршшин варинче тенкĕ ытла нуммай çакасран вĕтĕ шăрçапа тытăнтарса вырăн йышăнса хураççĕ. Вирьялсен пуç-йĕппийĕ хăлхаран аяларахран икĕ енчен масмак çине чиксе хурсан ытлашши вăрăммипе ĕнсе хыçнелле кайса выртса çӳрет. Пирĕн Кушлавăш арăмисен сурпан хĕррипе танах тăрса ĕнси çинчех тăрать. Тата хирти арăмсем пуçĕсене масмаксăрах сырăнаççĕ те, сурпанĕ ан салантăр тесе, икĕ тăнлавран икĕ муклашка пуçлă йĕппе чиксе хытарса тăраççĕ. Вирьялсен пек, кушлавăшсен пек икĕ йĕп хушшинче тенкĕ çакнă сăран çук. Вĕсен икĕ йĕп уйрăмах.